Кӑйкӑр кайӑк — савнӑ кайӑк,
Эс вӗҫетӗн тӳпере.
Эс ҫӳлте чухне пит лайӑх,
Вутлӑ ҫулӑм чӗрере.
Санпала пӗрле вӗҫесчӗ,
Ҫавалтан Атӑл таран.
Савнӑ ҫӗрӗме пиллесчӗ
Араскал, телей чунран.
Чӑваш ҫӗрӗ питӗ чаплӑ —
Ӑмсанаҫҫӗ тӑшмансем.
Пӗлӗр халь: эп Пайтул ятлӑ,
Сире сутмӑп, чӑвашсем!..
Чӑвашсемшӗн эп кӗрешӗп
Пӗрчӗ юн тумламчченех.
Хампала пӗрле чӗнетӗп
Чи маттур йӗкӗтсене.
1937 ҫулта Марка ялӗнчи Кириле ятлӑ ватӑ юрӑҫран П.П. Юркин тӗпчевҫӗ ҫырса илнӗ.
Пайтулӑн ытти юрри-сӑввисене вулӑр.